Ман аллӑмра икӗ шур тутӑр.
Иккӗшӗнче — икӗ саркайӑк.
Юрлас тесен — йӗреп,
Йӗрсен — юрлап.
Мӗншӗн эпӗ кайӑк пулман-ши.
Пире иксӗмӗре, савнӑ тусӑм,
Мӗншӗн пӗрле пулма ҫырман-ши.
Ку сӑвӑна «Шурӑ кашкӑр эткерӗ» (Чӑваш литературин антологийӗ, I том) кӗнекерен илнӗ.
Кунта Эминен ытти сӑввисене вулама пулать